Пысăк ĕç

(Кӳртĕм сăмах)

Ачасене вĕрентнĕ чухне компьютерпа усă курасси  паянхи вăхăтра чи кирлĕ ĕçсенчен пĕри шутланать. Анчах та нумай вĕрентекене информатизаци технологийĕсене çителĕклĕ пĕлменни касать. Шăпах вĕрентӳри çак шăйрăка якатас тесе йĕркеленĕ те сирĕн ума тухса тăнă сайта.

Çулталăк каялла кăна-ха кун йышши сайт пулать тесе ĕмĕтленме кăна пултарнă. Мĕншĕн тесен чăвашла сас паллисене интернет урла кăларасси чĕр нушаччĕ. Çур çул каялла, авăн уйăхĕн вĕçĕнче, интернетра пĕрремĕш сайт тухрĕ. Паянхи куна вĕсен йышĕ теççеткене çывхарса пырать. Вĕсем пурте чăвашсен пĕтĕмĕшле пурнăçĕ çинчен сăмахлаççĕ. Тĕрлĕрен кнашлăвсем ирттерсе чăвашсем хăйсен историйĕ, культури, наци пуласлăхĕ тавра çĕшер ыйту хускатаççĕ.

Çав вăхăтрах чăваш шкулĕнче чăвашла вĕрентекенсем валли хальччен сайт пулманччĕ-ха. Вăл мĕн тери кирлине вара пурте аван ăнланаççĕ: компьютерпа усă курса чăвашла вĕрентес ĕçре çивĕ ыйтусем çав тери нумай. Хăш-пĕрисене тӳрех татса пама пулать, хăшĕсене вара çĕклеме, вĕсене тĕпчеме, йывăрлăхсене çĕнтермелли çул-йĕре палăртма  тытăнмалла. Чи йывăр ыйтусене, калăпăр, чăваш шрифчĕсене стандартизацилессине патшалăх шайĕнче татса памалла.

Çапла вара пирĕн сайтăн тĕп тĕллевĕ – чăвашла вĕрентес ĕçре компьютер технологийĕсемпе усă курассине паянхи пурнăç ыйтнă шая çĕклесси, чăвашла вĕрентес ĕçе информатизацилес енĕпе  пухнă тĕрлĕ опыта пĕр çĕре пухса пĕтĕм вĕрентекене паллаштарасси.

Страница пуçламăшне

 

 

Hosted by uCoz