Компьютер тата чăваш чĕлхи

 

Чăваш чĕлхи урокĕсенче компьютерпа усă курас ĕçре тĕрлĕрен татса паман ыйтусем нумай. Ку страницăра шăпах çав ыйтусем çине хуравлама тăрăшăпăр.

 

  1. Чăвашла шрифтсем ăçтан тупмалла?

 

Тĕрĕссипе чăвашла шрифтсене шырама кирлех те мар – вĕсем кашни компьютертах пур. Чăвашла  шрифтсене мĕнле вырнаçтармаллине ятарлă материалта  вуласа пĕлме пулать: «Чăвашла çырасси».

 

  1. Мĕншĕн ÿ сас палли  вырăнне тăваткалсем тухаççĕ?

 

ÿ  сас палли тухасси сирĕн компьютертан килет. Енчен те вăл автор уса куракан кодировкăна вулаймасть пулсан, эсир ăна кураймастăр. Хăш чухне ку ă сас паллипе те пулса иртет.

 

  1. Презенацисем тунă чухне чăваш сас паллисене пĕрерĕн-пĕрерĕн лартма тивет. Word-ри пек çăмăллатма çук-и?

 

Шел пулин те, çук. Анчахта Word-ра хатĕрленĕ текста презентацие çăмăллăнах  кĕртсе лартма пулать.

 

Hosted by uCoz